Мӗн-ши вӑл, туссем, чӑвашлӑх?
Тен, вӑл тӗрӗллӗ кӗпе.
Тен, вӑл кунӗлӗх, йӑвашлӑх,
Чӑвашла сенкер тӳпе.
Тен, "Аки-сухи" юрри вӑл,
Тен, "Уҫланкӑри палан".
Ӑнланать таҫти хӗр-ывӑл
Ентеше унпа ялан.
Вӑл та пулӗ, ку та пулӗ,
Тусӑмсем, ман шутпалан,
Пирӗнпе чӑвашлӑх юлӗ
Чӑвашла сӑмахпалан.
Пин те пин сӑмах чӑвашӑн,
Чӑн чӑвашлӑх — ҫавӑнта.
Каҫӑхса кайса калаҫӑн
Ентешпе Сахалинта.
Пекинра-и, Прагӑра-и,
Берлинта е Лондонра —
Тӗп чӗлхемӗр вӑйпарайӗ
Чи йывӑр, кичем кунра.
Ҫавӑнпа атте-аннемӗр
Чӗлхинче курар малаш,
Пулӑпӑр вара, туссемӗр,
Ӗмӗр-ӗмӗр чӑн чӑваш!